Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Муркаш районӗ

Муркаш районӗЧӑваш Енӗн ҫурҫӗр енче вырнаҫнӑ районӗ.

Истори

1944 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнче йӗркеленӗ.

Тавралӑх

Ытларах пайӗ Атӑлӑн сылтӑм енче вырнаҫнӑ, пӗчӗк пайӗ — сулахай енче. Ҫӳрҫӗр енче Мари Эл республикипе юнашар вырнаҫнӑ, хӗвелтухӑҫ енче — Шупашкар районӗпе, кӑнтӑр енче — Элӗк районӗпе, хӗвеланӑҫ енче Етӗрне районӗпе юнашар. Пӗтӗм лаптӑкӗ 845,3 км2 танлашать, ку пӗтӗм республикӑн лаптӑкне илсен 4,6%. Администраци Муркаш салинче вырнаҫнӑ.

Муркаш районӗ сӑртлӑ тӳрӗм вырӑнта вырнаҫнӑ. Ҫырмасем питӗ нумай, вӑтамран вӗсен тарӑнӑшӗ 20 метра ҫитет. Чи пысӑк юханшыв — Атӑл (район тӑрӑх 15 ҫухрӑм юхать). Ҫавӑн пекех Юнкӑ, Сӗнтӗр тата Сурӑмпа Мӑн Шетмӗ (Мӑн Ҫавал юпписем) юханшывӗсем юхаҫҫӗ. Пӗчӗк кӳлӗсемпе пӗвесем пур.

Атӑл хӗррипе юман вӑрманӗсем вырнаҫнӑ. Вӗсенче вӗрене, йӗлме, ҫӑка йывӑҫӗсене тупма пулать.

Сӑнсем

Китер шывӗ
Муркаш шывӗ
Муркаш
Китер шывӗ
Муркаш шывӗ
Муркаш

Халӑх йышӗ

1999 ҫулта (кӑрлачӑн 1-мӗшӗ) районта 37,5 пин ҫын пурӑннӑ. 2002 ҫулта 37,1 пин ҫын, 2004 — 36,8 пин ҫын, 2005 — 36,8 пин ҫын пурӑннӑ. Ытларахӑшӗ вӗсенчен ялсенче пурӑнать. Халӑх плотноҫӗ — 45 ҫын км2 ҫине. Районта пӗтӗмпе 177 ял, вӑтамран вӗсенче 219 ҫын пурӑнать. Ытларах пайӗ (98%) — чӑвашсем.

Паллӑ ҫынсем

Районӑн ятлӑ-сумлӑ пӗтӗмӗшле йышне кунта пӑхӑр.

Тӗрлӗ объексем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
Категорисем: Муркаш районӗ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2020-05-20 21:24:17 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 54299 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем